Вырсарникун Ҫӗнӗ Шупашкарти ювелир лавккине ҫаратнӑ иккен — пурӗ 20 миллионлӑх вӑрласа тухнӑ.
Вӑрӑсем хӑйсен ӗҫне ир-ирех тухнӑ имӗш — ирхи 5 сехетрех. Чӳречерен кӗрсе вӗсем икӗ тимӗр ешчӗк йӑкӑртса тухнӑ. Пурӗ тӑваттӑн пулнӑ теҫҫӗ. Хайхисем «Газель» ҫине ларса ҫухалнӑ имӗш — медомствӑ тулашӗнчи сыхлавҫӑсем ҫитсе те ӗлкереймен. Каярах машинне тупнӑ — вӑрӑсем ӑна Шупашкар районӗнчи Шӑмӑш ялӗ патӗнче хӑварнӑ.
Ку ӗҫ-пуҫпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Лавкка хуҫисем вӑрӑсем пирки мӗн те пулин пӗлтерекене ахаль тумӑпӑр теҫҫӗ, пулӑшма ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енри 44 ҫамрӑк Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫав «кӗмӗле» «Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ иккен. Ӑна 14 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа параҫҫӗ. Маларах каланӑ 44 ҫамрӑкран саккӑрӑшне 60-шар пин тенкӗ преми лекӗ, 36-шне — 30-шер.
Лауреатсен хушшинче Шупашкарта пурӑнакансем уйрӑмах йышлӑ иккен. Ун пеккисем — 23-ӗн, Ҫӗрпӳ районӗнчен — виҫҫӗн, Муркаш тата Шупашкар районӗсенчен — икшер. Премие тивӗҫнисен хушшинче ҫавӑн пекех Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Вӑрмар, Тӑвай тата Елчӗк районӗнчен пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр саккӑрӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Чӗмпӗрти тата Пензӑри аслӑ шкулсенче вӗренеҫҫӗ.
Кун пирки чӳкӗн 1-мӗшӗнче республикӑри тата районти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑпа полиграфи, IT-компанисен пуҫлӑхӗсемпе иртнӗ канашлура Наци телерадиокомпани директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юлия Стройкова пӗлтернӗ.
Радиона Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата асӑннӑ хуласен ҫывӑхсенче пурӑнакансем итлеме май килӗ. Эфирӑн ытларах пайӗ чӑвашла тата вырӑсла кӗвӗ-ҫемӗрен тӑмалла. Унта Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн хӑш-пӗр кӑларӑмӗсене итлеме май пулӗ, тӳрӗ эфирти передачӑсене те йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.
Наци телевиденине илсен, авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса ӑна Канашри, Етӗрнери, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Вӑрнарти тата Йӗпреҫри кабель сечӗсем урлӑ кӑтартассине йӗркелессипе тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» савут ҫывӑхӗнче йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлекен полигон тунине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Вӑл Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар районӗсенчи йӑлари хытӑ каяша йышӑнмалла. Ҫӳп-ҫап турттаракан машинӑсене спутник-хула витӗр ҫӳреттерес мар тесе Шупашкартан полигон патне уй урлӑ кайма ҫул тума шухӑшланӑ.
Ҫул тӑвас ӗҫ паян ҫине тӑрсах малалла пырать. Асфальта хурса пӗтернӗ ҫӗрте ҫул айккисене вак чул сарса тухассипе ӗҫлеҫҫӗ, ҫул айккипе тимӗр карта тытаҫҫӗ. Унти ӗҫ-пуҫпа тӗрлӗ шайри тӳре-шара паллашсах тӑрать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗвел модулӗсем кӑларакан «Хевел» предприяти тӑвасси пирки хӑй вӑхӑтӗнче хытах калаҫкаланӑччӗ. Кайран шӑв-шавӗ лӑпланчӗ, ӗҫӗсем те кар кӑна кайрӗҫ тесе калама йывӑртарах. Халӗ ӗҫ чӑннипех те пырать. Пӗлнӗ тӑрӑх, паян унта Мускаври специалистсем таранах вӑй хураҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах предприятие хута ярсан специалистсем кирли куҫ кӗрет. Ҫавна май завод халӗ ҫине тӑрсах специалистсене пухать иккен. Технологи линине ӗҫлеттерсе тӑма пултаракансене — пурӗ 80 ҫынна — ҫулталӑк вӗҫлениччен илесшӗн. Пӗтӗмпе вара унта 300 ҫын ӗҫлемелле. Анчах ку вӑл паян-ыранах мар — 2014-мӗш ҫул вӗҫленнӗ ҫӗре.
Мӗн кӑна шутласа ҫырса пымаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ: кайӑк-кӗшӗк шутне, выльӑх йышне... Пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Халӗ тата Раҫҫейӗн статисчӗсем ҫынсем информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗн чухлӗ усӑ курнине картса пыма тытӑнӗҫ.
Асӑннӑ ҫырава ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршыври 68,3 пин ҫынна «шӗкӗлчӗҫ». Статистсем 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫулчченхисенчен ыйтса пӗлме палӑртаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫыравра 548 ҫын хуравӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенскерсем пулмалла тата ытти енӗпе те уйрӑлса тӑмалла иккен. Ыйтӑма Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче тата Муркаш, Пӑрачкав, Красноармейски, Канаш тата Патӑрьел районӗсенче пурӑнакансене явӑҫтармалла.
Хайхи ҫырава хутшӑнакансен килте компьютер пуррипе ҫуккине, тӗнче тетелне тухнипе тухманнине, тухсан епле хӑвӑртлӑхпа кӗнине, мӗн тӗллевпе усӑ курнине пӗлтермелле.
«Хырӑм хыр тӑрне хӑпартнӑ», — текен каларӑш ваттисем хушшинчен ахальтен мар ҫӳрет иккен. Кӑна, нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пулса иртнӗ пулӑм ҫирӗплетнӗ. Ку хутӗнче вара хырӑм тӑрантарас нушта арҫына хыр тӑрне мар, ҫурт тӑрне хӑпартма хӗтертетнӗ.
Совет урамӗн 15-мӗш ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм хӑй куҫӗпе темле арҫын «Дубрава» лавккан тӑрринче шашлык ӑшаланине курнӑ.
— Вырсарникун, юпан 13-мӗшӗнче 10–15 минут хушши палламан арҫын лавкка тӑрринче какай ӑшаласа тӑчӗ. Шашлыкӗ пиҫсе ҫитсессӗн хайхи ҫын иккемӗш хутра вырнаҫнӑ хваттере кӗрсе ҫухалчӗ, — каласа парать хӗрарӑм.
Ҫӗнӗ Шупашкарти РФ ОМВД штаб пуҫлӑхӗ Александр Алексеев палӑртнӑ тӑрӑх ку ӗҫ-пуҫа администрацилле йӗрке пӑсӑвӗ тесе хаклама пулать. Вара ашкӑнчака 500–2 500 тенкӗлех штрафлама е 15 кунлӑх хупса лартма пултараҫҫӗ.
Шкул тулашӗнчи ӗҫпе тӑрӑшакан «Эткер» центрӗ Пӗтӗм Раҫҫейри таврапӗлӳҫӗсен вулавӗн ҫамрӑк турисчӗсен — краеведсен республикӑри куҫӑнсӑр тапхӑрне ирттернӗ. Конкурса Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенчи ачасем 29 ӗҫ тӑратнӑ.
Конкурса ҫитернӗ материалсене ултӑ номинаципе хакланӑ. Вӗсене «Ентешсем», «Тӑван тӑрӑхӑн летопиҫӗ», «Ҫар историйӗ», «Литература краеведенийӗ», «Педагогика тата краеведени», «Этнографи» ят панӑ. «Ҫар историйӗнче» Сӗнтӗрвӑрринчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекен Ярослав Пласкин ҫӗнтерни пирки пӗлтерет Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн официаллӑ сайчӗ.
Юпан 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 ҫулхи шкул ачи 7-мӗш хутран персе анни ҫинчен иртнӗ кунсенче эпир пӗлтернӗччӗ. 10-мӗш Пиллӗкҫуллӑх урамӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫинчен илтмен-пӗлмен ҫын та юлмарӗ тейӗн.
Паянхи кунсенче вара ҫак ӗҫ-пуҫпа тепӗр пӗлтерӳ тухнӑ. Чӗрӗ юлнӑ, анчах хытах сусӑрланнӑ 12 ҫулхи арҫын ачана васкавлӑ 4-мӗш ушкӑн юнӗ кирлӗ, резусӗ — пурлӑ (положительный).
— Кашни кун тенӗ пек пирӗн патне — юн илекен республика центрне — сусӑрланннӑ ачана пулӑшас тесе ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем юн пама килеҫҫӗ. Шӑпӑрлана пулӑшма кӑмӑл тӑвакансем хӑйсен ирӗкепе паспорт илсе центра килме пултараҫҫӗ. Юн пама киличчен апатланмасан лайӑх пулӗ, центрта вара вӗсене чейпе тивӗҫтерӗҫ, юн панӑ хыҫҫӑн ҫимешкӗн укҫине те уйӑрса парӗҫ, — пӗлтерет аслӑ тухтӑр Любовь Яковлева.
Енчен те сирӗн ҫӳллерех асӑннӑ юн ушкӑнӗ пулсан, инкеке лекнӗ ачана пулӑшас тесен, эсир Шупашкар, Пирогов урамӗ, 9 («Кривов урамӗ» чарӑну) адреспа килме пултаратӑр. Юнкунпа кӗҫнерникун станци ирхи 8 сехетрен ӗҫлеме тытӑнать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ шӑматкун, юпан 5-мӗшӗнче, инкек пулса иртнӗ — 12 ҫулхи шкул ачи 7-мӗш хутран персе аннӑ. Турра шӗкӗр, чӗрӗ юлнӑ.
Ача епле май балконран ӳкнине хальлӗхе тӗпчевҫӗсем пӗлеймен-ха. Пӑтӑрмах каҫхи пулса иртнине ҫеҫ калама пултараҫҫӗ. Тӑнне ҫухатнӑ шкул ачине 1 хутлӑ ҫумхуралтӑ ҫинче тупнӑ иккен — вӑл пуҫ шӑммине ыраттарнӑ, пуҫ мимине сиенленӗ тата ытти енчен суранланнӑ. Хальхи вӑхӑтра ача пульницара реанимаци пайӗнче выртать.
Пӑтӑрмах тавра тӗпчев ӗҫне ирттереҫҫӗ. Шкул ачи йӗркеллӗ кил-йышра ӳсни паллӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |